Маттур тимуровецсем

Ватлăх мĕнле килессине никам та пĕлмест. Пĕрисем ачисемпе тата мăнукĕсемпе савăнса пурăнаççĕ, теприсем вара сумлă çулсене пĕччен, тунсăхра ирттереççĕ. Ун пек ватăсене ытларах чухне вĕренỹ учрежденийĕсем тимлĕх уйăраççĕ. Хуракасси шкулĕнчи тăххăрмĕш класра вĕренекен тимуровецсем шефа илнĕ ватăсене манмаççĕ. Хĕллехи каникул вăхăтĕнче те вĕсене пулăшрĕç. Н.Соловьев, Д.Иритков, Д.Романов, М.Мартьянов, Н.Колесников, М.Лаврентьев, М.Енцов вĕренекенсем тата класс ертỹçи Ю.Кузнецова пĕччен пурăнакан Виталий Никитич Никитин патне çул тытрĕç. Сакăрвун виçĕ çулхи ĕç ветеранĕ патĕнче кил картишĕнчи тата пỹрт умĕнчи юра хырса тасатрĕç. Тимуровецсем В.Никитин кỹршине те, Зоя Ивановна Ивановăна, пулăшрĕç. Ватăсем ачасене чунтан тав турĕç, вĕренỹре ăнăçу сунчĕç. Н.МАКСИМОВА, аслă вожатăй.