Ĕç хăрушсăрлăхĕн нормисем çинчен аса илтерчĕç

Ытларикун Хуракассинчи вăтам шкулта кунта ĕçлекенсемпе ĕç сыхлавĕн ыйтăвĕсене халалланă ятарлă урок иртрĕ. Унăн тĕп темисем хушшинче вĕрентỹ учрежденийĕсенче тăрăшакан педагогсемпе вĕренекенсене тивĕçлĕ условисем туса парасси, санитарипе гигиена, пушар хăрушсăрлăхĕн нормисене пăхăнасси тата ытти ыйтусем пулчĕç. Урокра ĕç сыхлавĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Т. Михайлова тата асăннă вĕрентỹ учрежденийĕнчи хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ А. Егорова сăмах илчĕç. Вĕсем шкул ачисен пĕлĕвĕсене тепĕр хут тĕрĕслерĕç, вырăнти ĕç нормисене çирĕп тытса тăмаллине палăртса хăварчĕç.

Т. МИХАЙЛОВА.