Каникулта - музее

Ачасене патриотла воспитани парас ĕçре çуралнă кĕтесе юратма вĕрентни тата халăх историйĕпе кăсăкланма хавхалантарни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тăван ен историйĕпе тата культурипе ачасем нумай чухне музейсенче паллашаççĕ. Нарат Чаккинчи "Сире кĕтекен çурт" этнографи музейĕ халăхăмăрăн авалхи кун-çулне сăнласа паракан экспонатсемпе пуян. Кунта ачасене пĕлмелли-курмалли темĕн чухлех! Кĕрхи канмалли кунсенче Хуракасси шкулĕнче вĕренекен иккĕмĕш класс ачисем те хăна çуртне çитсе курчĕç. Людмила Геннадьевна ачасене ăшшăн кĕтсе илчĕ, вĕсене валли ятарлă экскурси ирттерчĕ. Пурне те пĕлме тăрăшакан ачасем Людмила Геннадьевна каласа панине тимлĕн итлерĕç, хăйсене интереслентерекен экспонатсем умĕнче чылай-ччен чарăнса тăчĕç, ытларах пĕлес тĕллевпе ыйтусем те пачĕç. Ун хыççăн шкул ачисем çуллахи хуралтăсене кĕрсе курчĕç, канмалли вырăнсенче пулчĕç. Ачасем музейрен тулли кăмăлпа таврăнчĕç. Хăна çурчĕн хуçине - Людмила Геннадьевнăна усăллă та кăсăклă тĕлпулушăн тав турĕç.

Н. ЕГОРОВА, класс ертỹçи.