Паттăрсене асăнса 2000 çулхи кăрлач уйăхĕн 23-мĕшĕнче

Хуракасси шкулĕнчен вĕренсе тухнă Н. Кураков салтак Чечен Республикинче паттăрсен вилĕмĕпе пуçне хунă. Раççей Президенчĕн В. Путинăн Указĕпе Николая "Паттăрлăхшăн" орденпа чысланă. Н. Кураковпа унăн çарти юлташĕсем йывăр çапăçура пĕр хут кăна пулман. Вĕсем Урус-Мартан, Гойты тата Гехи вырăнĕсене боевиксенчен хăтарнă. Унтан Грозный хулине ирĕке кăларассишĕн пыракан хаяр çапăçăва хутшăннă. Çакăнта хăйĕн юлташĕсене çăлса хăварма тăрăшакан Николайăн пурнăçĕ татăлнă та. Ентешĕмĕре асăнса, вăл вилнĕ кун шкулта "Спецназ паттăрĕ" ятлă Паттăрлăх урокĕсемпе класс сехечĕ-сем йĕркелетпĕр. Вĕсенче Николайăн вĕрентекенĕ Ираида Трофимова салтакăн çырав ĕçĕсемпе сăнỹкерчĕкĕсене тата шкул вăхăтĕнче калăпланă проекчĕсене кăтартать. Çавăн пекех Н. Куракова тата Афган вăрçин паттăрне А. Овчинникова асăнса эпир кашни çулах йĕлтĕр чупăвĕсем ирттеретпĕр.

Т. КУДРЯШОВА. Хуракасси шкулĕ.