Ачасемпе пĕрле Конституцие тишкерчĕç

Кĕçнерникун районти вĕрентÿпе культура учрежденийĕсенче Раççей Федерацийĕн Конституцийĕн историйĕпе пĕлтерĕшне, унта палăртнă тĕп Положенисене халалланă меропритисем иртрĕç. Вĕсене раштав уйăхĕн 12-мĕшĕнче иртнĕ Конституци кунне халалланă.

КАРАПАШ ялĕн библиотекинче «Конституци-саккунлăх никĕсĕ» акци иртрĕ. Е. Алаева библиотекарь ачасен ыйтăвĕсем çине хуравларĕ, «Пĕтĕмпех Конституци çинчен» темăпа викторина ирттерчĕ.

ОКТЯБРЬСКИНЧИ вăтам шкулта «Конституци - пирĕн пурнăçăн тĕп саккунĕ» темăпа «çавра сĕтел» иртрĕ. Ăна ялти библиотекарьсем йĕркелерĕç. Чи пĕчĕккисене тыткăнлама Конституципе çыхăннă презентацие юмах геройĕсене явăçтарчĕç. Вĕсем хушшинче А. Толстой, Н. Носов çыравçăсен тĕнчинчен илнĕ сăнарсем пулчĕç.

«Çавра сĕтел» Раççей Федерацийĕн Тĕп документне тĕрлĕ енчен пăхса тухма май пачĕ, ачасен пĕлĕвĕсене пысăклатрĕ. Мероприяти Раççей гимнне юрланипе вĕçленчĕ.

ХУРАКАССИ шкулĕн иккĕмĕш класĕнче вара «Раштав уйăхĕн 12-мĕшĕ - Раççей Федерацийĕн Конституцийĕн кунĕ» класс сехечĕ иртрĕ. Ачасем «Ман çĕршыв - Раççей» блиц-викторина ыйтăвĕсем çине хуравларĕç, Тĕп документăн пĕрремĕш экземплярĕ Раççей Федерацийĕн Президенчĕн библиотекинче упраннине пĕлчĕç. Юлашкинчен вĕсем Тăван çĕршыв çинчен юрă шăрантарчĕç.

И. ДЕРЮЖИН.